Читать онлайн книгу "Юратап эп сана"

Юратап эп сана
Аскольд Де Герсо


В этой книге собраны разножанровые произведения разных лет и отражают различные стороны нашей многогранной жизни, что не выразить в нескольких словах, проще неспешно прочитать…





Юратап эп сана



Аскольд Де Герсо



© Аскольд Де Герсо, 2019



ISBN 978-5-4496-6883-7

Создано в интеллектуальной издательской системе Ridero







Хаклa вулаканaм!

Сирeн аллaрта Аскольд Де Герсо ?ырав?aн иккeмeш чaвашла кeнеки. Ку кeнекене тeрлe вaхaтра ?ырнa хайлавсене кeртес терeм, ?авaнпа та мeнле-тeр ?ыхaну хайлавсем хушшинче шырама кирлех мар. Калавсенче паянхи ?амрaксем хушшинчи хутшaнусем: савaнa?па хурлану, юратупа кeвe?? – пурте вырaн тупа??e. Пурaннa пурнa?ра пурте пулать, кунпа нимeн те тума ?ук, ?авах та хaшe пeр йaнaшсене сирсе ямашкaн пур, ?авна вeрентме??e-и пире классиксен хулaн романeсем? Курас текен – курать, тупас текен – тупатех, ?авах та нихaш романра та у??aн пeлтерме??e, унта сaнарсен пурнa?e тaрaх кaтартса пырать ?ырав?a.

Ку хайлавсен пуххинче те нихaшeнче те вeрентсе ?ырни ?ук, тeслeхсем вара аванах. Пирeн кашнийeн ?уралсанах умра темeн чухлe ?ул, ?авa кaна-и, кашни кунхине ир ?инчен ыйха сирсен умма ?eнe ?улсем туха??e, хaшне суйласа илетeн, ?авaн пек пулать кун. Юмахри паттaра та ?aмaлрах пулнa: ун умeнче ви?e ?ул анчах, ?итменне кашни пирки пeлтернe: т?рe каятaн – утна ?ухататaн, сулахая каятaн – чысна ?ухататaн, сылтaма ?ул тытсан пу?на ?ухататaн. Пире вара никам та палaртмасть, хамaр суйласа илмелле тeрeс ?ула.

Сaвaлла хайлавсене ырлакансем валли ку пухура уйрaм сaвaсем, поэмaсем пур. Икe поэмaна авалхи грексен халапeсем тaрaх шaр?аланa.

Хаклa вулаканaм, енчен те мeнле-тeр ыйтусем тухсан, сeн?сем пулсан, т?рремeн ?ыру ?ырма пултаратaр. Адрес: askolddegerso602@gmail.com (mailto:askolddegerso602@gmail.com)




Психеяпа Амур


Авалхи саманара

Пулса иртнe ку e?сем,

Пурaннa пулать патша

Юптара??e халапсем.



?итeннe ун ви?e хeр:

Калама ?ук, х?хeмсем,

Илемлe, хитре, капaр

Тата пур-ши сaмахсем.



Чи кe?eнни пуринчен

Ытларах та чиперкке,

Сaнарлама питeнчен

Сaмах ?ук-?ке, т?лекке.



Мeскерпе танлаштарас-ши

Пикен тaрaс п?-сине,

Мeнле ?ырса кaтартас-ши

?ак асамлa илеме?



?авах та тaрaштаратaп

Сaвa?aн вeт, ирeк ?ук.

Пикене, ак, сaнарлатaп

Унсaр мeнле юптару.



Сарa тeслe ???eсем

Икe хулaн ?ивeтре,

Т?пен кaвак ку?eсем

Ытарайми те хитре.



Вaрaм ку? хaрпaкeсем

Хумхана??e илeртсе,

?акaн пек тeлeнтер?

Татах пур-ши тeнчере?



Пи?нe ?ырла тутисем

Йaл-кулупа палaрсан,

Сар хeвелeн шевлисем

Пытана??e вaтанса.



?ин?е сaпсан пилeклe

Кам аллисем ыталe??

Камaн савнa ку?eсем

?ак илемпе киленe??



?eршывра пурнан ?ынсем-и

Е килнe-и ин?етрен,

Ятарласа пикене

Курма килнe кунсерен.



Тeрлe ?eре сарaлса

Хыпар ?итнe пeлeте,

Канa?лaх, ак, ?ухатса

Кайса курма хeтeртет.



Афродита т?перен

Аннa пулать хeр пулса,

Пикене курас тесе,

Илемeпе aмсанса.



Курма килен халaхсем

Каласан сaвaласа:

Йaтса киле? тeрлeрен

Парнесем хапaл туса.



Сaвa?сем халалласа

Шaр?ала??e сaвaсем

Илемпе касмaкланса

Туртaна? ?нер?eсем.



Турaш евeрех чысла??e

Илeрт?ллe пикене,

Тилмeр? унтан ыйта??e

Тeрлeрен сeне? ч?кне.



Афродита кeвe?се

Тавaру ?инчен шутлать.

Вaл Психея ?илленсе

Хурлантарма шут тытать.



?ав шухaшпа Амура

Пeр кунхине йыхaрать,

Йeркесeр ?ынна савма

Eнентерме вaл хушать.



Ик аппaшe те пикен

Патшасемпе мaшaрлa.

Пeр Психея хальллeхе

Тaр пeчченех – хaй майлa.



?авaнпа-ши тарaхса

Юмa?а ашшe каять,

Сaлтавне у?ма ыйтса

Сaрт ?амкине ?ывхарать.



«Хeрне чул хысак ?ине

Ертсе кил эс ка?хине,

Пулас мaшaр ?унатне

Сарса ?итe ун патне.



Тискер кайaклa хаяр,

?авнашкалах ултавлa,

?ынсене кaна вaл мар

Турaшсене ?eнтернe».



?авaн пек сaмахсемпе

Хуравлать юмa? aна,

Патша сехри хaпнипе

Кермене васкав утать.



Анa? енне туртaнса

Хeвелe куна вe?лет.

Патша канa? ?ухатса

Керменте утас ви?ет.



Чарaнса вaл кaшт тaрать-ши

Шухaшсене майласа,

Eнсине вaл е хы?ать-и

Нимeн тума аптраса.



Хeвел анчe сaрт хы?не,

Кeренленчe? пeлeтсем.

Нимeн те килмест пу?не

Явaна??e шухaшсем.



Капларах тусан мeнле-ши

Йaнaшасран шикленет.

Тeрeс шухaш кам сeнсе-ши,

Анчах та вaхaт иртет.



Eнтрeк сaн та таврана

?итнe ?авa хушaра,

Ка? пуласси ин?е мар

Мeскер тaвас тупата?



Акa, халне ?итерсе

Хaй патне хeре чeнет.

Кала?малли пур тесе

П?лeме ертсе кeрет.



Хупa алaк хы?eнче

Мeн каланa-ши, патша?

Ун пирки халапсенче

Асaнман пeр сaмах та.



Юмa?а, ак, пaхaнса

Ертсе каять вaл хeре,

Мeн хушнине тaнласа

Хaварать ?ав пeччене.



Ку??ульсем шaпaртатса

Юхать пикен ку?eнчен,

?ил вeрет лaплантарса:

«Хaрушлaх ?ук нимeн те».



Мeн тесен те, чeтренсе

Пулас мaшaра кeтет.

Хумханса вaл, шикленсе

Ыйхaпала кeрмешет.



Сар уйaх пeлeт хы?не

Шуса кeчe тах?анах.

Пурте ыйхa авaрне

?акланнa eнтe, паллах.



?aлтaрсем те ыйхa витeр

?утата??e ?eр ?ине

Ку мeскер, палaрчe чaлтaр

Шуйлантарчe пикене.



Кaкaртан тухса тарас пек

Кaлт та кaлт тапать чeре,

Пурнa?па сывпуллашать е

Хытса кайрe халь пике.



Ним тума та хальхинче

Пытанма та вырaн ?ук.

Никам ?ук х?тeлеме

Ку?сенчен юхать ку??уль.



«?авaн евeр вe?ленет-шим

Пурнa?а курмасaрах,

?амрaк eмeр тeпленет-шим

Юрату туймасaрах?»



Пeринчен пeри хaрушa

Киле? пу?а шухaшсем

Шиклен?ллe тавралaх

Шуйланать-?ке чун-чeре.



?ав самантра сасартaк

Т?перен Зефир анать.

Ыталаса пикене

Т?пенелле aнтaлать.



Вaл ?уначeсем ?инче

Ин?е ?eре ?итерет.

Ешeл курaк хушшинче

Вe?еве Зефир вe?лет.



Илемлe йeри-тавралaх,

?умранах ?ырма юхать.

Тeлeкре, тейeн, садра

Чун илемпе йaмaхать.



Асамлa тeспе капaрлa

Вe?се ирте? кайaксем,

?уйхаша??e умлa-хы?лa,

Ян! Кая??e сассисем.



Пeр кайaк, ав, ин?ех мар

Мaна?ланса утаслать,

?акaн йышши курaма

Пу?ласа пике сaнать.



Йывa? ?инчен ?мe?сем

Илeрте??e тутанма,

«Хальхинче эпe a?та-ши

Леш тeнчере е кунта?»



Чeпeтсе те вaл пaхать

Хaйeн ?епe? аллине,

Ырату-?ке палaрать

Чeпeтни те сисeнет.



Ку чухне, ав, тeлленмест

Пурте чaн – ку? умeнче,

Анчах та вaл чeптемест

Тыткaнлать юмах тeнчи.



?ывaхра ??ллe кермен

Ылтaн тeспе вылянать.

Пикене Зефир иртме

Аллипеле кaтартать.



Хаклa йышши чулсенчен

Сукмак хывнa кермене,

Хeвел ылтaн ?утинче

Йaлтaртата? тeрлeрен.



Сарaпа, кaвакaн, хeрлeн

Уйaрма та хaшне ?ук.

«Хaш патшан-ши керменe,

Мeнле тытас кала?у?»



Кeлчечекeн ?е?кисем

Саламла??e пу? тайса,

?акaн чулe илемрен

Пу? каймалла ?аврaнса.



Шикленсе сукмак ?ине

Утасларe сарa хeр,

Кермен ??ллe алaкне

Асамлa у?рe-ши вaй?



Пeр тeлeнет, пeр савнать

Пике умри курава,

?акaн пек те-ши пулать?

?aтмах евeрех шалта.



Хeр п?лeмсенче ??рет

Пур ?eрте те шaп та лaп.

Пeр никам та ?ук-ши, тен,

?ук, ?ите??e сасaсем.



Мeн ?инчен те шутласан

Ку? умне eмeт тухать,

Ак, сeтел пу?тарaнса

Куркана алa тaсать.



Сeтелe ?инче мeн ?е? ?ук

Тeрлe-тeрлe ?имe?сем,

Ылтaн чашaк пыл та ?у

Кeмeл чашaк ?ырлисем.



Юрa?сем килентерсе

Шaрата??e юрaсем.

Хeр кaмaлне килмелле

Вeсен ?епe? кeввисем.



Теми?е те кун иртет

Никама та вaл курмасть,

Ка? ?итсен мaшaр килет

Ир ?итсессeн – ?ухалать.



«Эпe камне эсe пeлсен,

Килен? ?eтет йaлтах», —

?амрaк мaшaр пикене

Вaрттaнлaха систерет:



«?ав тер ?епe? саслaскер,

Хaрушa пулас ?ук», – тет.

Анчах мaшaр сaнарне

Хальлeхе вaл тeпчемест.



Йaмaкeшeн хурланса

Тарaха??e аппaшсем.

Пур ?eрте те шыраса

Килсе туха??e вeсем.



Мeн чухлe атa-пушмак

?eтне вeсем шыранса,

?авах тaван йaмaкне

Шаннa пулать, тупасса.



Тeл туса аппaшсене

Кeтсе илет сарa хeр,

Кермен тaрaх ??ретсе

Паллаштарать пурнa?пе.



Aмсанса пaха? ку?сем

Йaмaкeн пуянлaхне,

«Кам пулать сан мaшaру?

Хaш патшалaх пу?лaхe?



Сaн-питрен вaл еплерех

Чипер-ши е хитре мар?

Yт-пeвe ун мeнлерех

Яштака е мaнтaркка?»



Халиччен те эп aна, —

Кун ?утинче курман, – тет. —

Вaл ?eрле кaна манпа

Ирхине ?умран ?eтет».



?авaн пек сaмахсемпе

Хeр пeлтерет хaй ?инчен,

?ийeнчех аппaшeсем

Вaрттaнла канаш сeне?:



«Ка?хине хeвел анать те

Ыйха сир эс хaвaнтан,

Мaшaру килe ?итет те

Вырaнтан та ан хускал.



Упaшку ыйха путсан

?урта ?ут эс вaрттaн ?е?,

Те пeрер-пeрер усал вaл

Те ?eлен вaл – илeртмeш».



Аппaшсем каланa пек

Хeр ?урта ?утать ?eрле,

?ывхарать кравать патне:

Упaшка ?ыврать канле.



Ылтaн тeслe ???eсем

Йaлтaртата? ?утaра,

Пикен савнa ку?eсем

Пaхса савнать мaшaра.



Ыйхaра тeлленнeрен-ши

Йaл-кулу тутисенче,

Юмах евeрех-?ке ка?

Асампа тулли тeнче.



Юрату турaш ку?не

Пур илемeпе курнать,

Хeр пeшкeнсе мaшaрне

?епe??eн ?е? чуптaвать.



Шутламан пике ?авна:

?уннa?ем, ?урта йeрет.

Тумламсем тумла? ?уртан

Инкек ?уммaнах ??рет.



?урта ?ути ку?eнче

Вылянчaклaн ялкaшать,

Юрату ?улaмeнче

Ылхан хaй e?не тaвать.



Ах! Инкек! Вeри aвaс

Тумлать мaшaр хул ?ине,

Ыратaва т?сеймесeр

Амур у?ать ку?сене.



Yкeтлeн ку?сем пaха??e

Пике ?ине тинкерсе,

Aнланчe пике: йaнaшнa,

Ма итлесе аппaшне.



«Эх, савни?eм, мeскершeн

Пaхaнмарaн хушнине,

Ылхан халe пирeншeн

Пурнa?лать хура e?не».



?авaнтах вaл кантaкран

Вe?се тухать хaварса,

Сарa хeре хуйхaра

Йaнaшнaшaн хурланса.



Хы?eнчен тухса чупать,

Кaлaхах. Вaл ин?етре,

Афродита, ак, ?ыхать

Амурaн пи?не хулне.



Тата тепeр тавaру

Шутласа тупать хeре:

«Илем ещeкне тыт ?ул

Хальллeхе вара e?ле».



E?ленe май хeр пухать

?ул ?ине вак-тeвексем,

Тeрлe майaн шухaшлать

Тупсaмe ?ук ниепле.



Вaт ?апла хeр ?ул тытать

Илем ещeкe патне,

?ул тaрaх вaл кeл тaвать

Ватa Турaш амaшне.



Тур амaш сар пикене

Малалли пирки калать.

Мeнлерех унта ?итме

Еплерех хaйне тытма:



«Ещeке эсe ан у?,

Хaрушлaха вaл таять»,

?ав сaмахсемпе карчaк

Ку? умeнчен ?ухалать.



Хeр чылай ?улпа утать-и

Кун кунлать те, ?eр ?eрлет.

Тe хeвелe ?утатать-и

Ка?хине уйaх ??рет.



?итрe, акa, шыв хeрне,

Анлaн сарaлса выртать.

Шыв тeкeрe тыткaнлать те

?авах шухaша ярать.



Аслa ?ырма ка?ма ?ук

Пeр Харон ?е? ка?арать.

Анчах та тискер йытти

Шaлeсемпе йaлтaрать.



«Вилесен ?ырми урлa

Ка?ать пике кимeпе,

Ват карчaк канашeпе

Шaплантарать йыттине.



Кe?ех ещeке илсе

?eр ?ине вaл таврaнать.

Усa курас-ши тесе,

Ещeке пике у?ать.



Кeтнe илем вырaнне

Ещeкрен тухать усал,

Ним aнкартман пикене

Тарaн ыйха путарса.



Усал сывлaш алхасать,

Сиен к?рет халaха,

Те ?илe вeрет урса,

Т?сейми ?ук шaрaхпа.



Х?тeлeх ыйтса халaх

Турaшсене тилмeрет,

Зевс пуринчен те асли

Олимпра канаш сeнет.



??ллe ту ?инче пуху

Йeркелет Турaшсемпе,

Афродитaн сaн хeрх?

Айaпe пeр ун ?инче.



Телее, Амур ?итет,

Вaратать вaл сaнaпа,

Ещeке часах ле?ме

Сeнет вaл Психейaна.



Турaшсен патши патне

Хaй васкавлaн вe?терет,

Савнийe хутне кeме

Вaл патшана тилмeрет.



Зевс Амурaн сaмахне

Тaнласа итлет тимлeн.

Юрату асамлaхне

Хaй ?инче пeлет чупкaн.



Леда ятлa арaма

Акaш пулса илeртнe.

Тепeрин вeчи ?ине

?умaр пулса тaкaннa.



Арaмe вара хaйeн

Тeшмeртет кил таврашра.

?авнашкал-ши, тен, шaпи

Пeтeм вла? пeр алaра.



?авaнпа та-ши тен,

(Халапсенче хурав ?ук).

Пикене хута кeрсе

Вилeмсeрлeх парнелет.



Хaйeнчен вaл чаплa туй

?амрaксене йeркелет.

Чeрере пур юрату

Темeне те ?eнтерет.



Ациспа Галатея



Ешeл курaк пур ?eрте

?итeне??e ?имe?сем.

Йыхaра??e хaй патне

Ывa?па виноградсем.



Хумханать тинeс йaвашшaн,

?уйхаша??e кайaксем,

Хeвелe пaхать ачашшaн —

?aтмах тейeн ку ?eре.



Кашни кун пeр вaхaтра

Хeвел ??ллe ?eкленсен,

Килсе тухать тинeсрен

Ытарма та ?ук пике.



Хы?eнчен хумсем сирсе

Татах туха? пикесем.

Ку тинeс патши Нерей

Илeрт?ллe хeрeсем.



Пуринчен те хитререх

Галатея пулнa те?.

Тинeсри моряксене

Пулaшу к?нe вaл ?е?.



Сывлaша хумсем хaрушшaн

?eклене?-и хaмсарса,

Карапсене айлeн-?ийлeн

?авaра?-и путарса.



?ак йышши ?анталaкра

Галатея пeр шанчaк:

Хумсене лaплантарма

?ителeклe пeр авaк.



Халь кaна хаяр хумсем

?ак хeр ?епe? сассинчен,

Майeпен пeчeкленсе

?ухала??e тинeсре.



??ллe тури шaтaкра

Пурaннa сaнсaр циклоп,

Кeт? кeтнe айлaмра

Хевтепе пулнa улaп.



Сaрт ?ийeпе ?умaрта

Кeтeвне вaл ??ретнe,

Хысаксене хушaран

Катмакпала тeпретнe.



Пeр шухaшсaр ?ак таран

Иртттернe вaл eмeрне,

Шaхличепе выляса

Хaш чух юрa сeрленe.



Тен, ?авнашкал малалла

Пурнa?e пыратчe-ши:

Кeтeвне ертсе ?ыра

Килсе тухма п?рнe-ши?



Сaрт ?амкинчен ин?ете

Тинкерет циклоп тимлeн,

Хумсем тинeс ?ийeпе

Шaмпaлтата??e лaпкaн.



Хaйeн пысaк к?секне —

Карап мачтипе пeр тан,

Пaрахать ?ерем ?ине,

Кaларать шaхлич унтан.



Шaхличe вeрсен, тавралaх

Сисч?вленсе шaпланать.

Кайaк-кeшeк самантрах

Хaй йaвинче пытанать.



Акa, шыв ?ине сирсе

Ылтaн хeвел тухнa пек,

Циклопа тeлeнтерсе

Килсе тухрe сар пике.



Полифем ку? чакaртса

(циклопа ?апла чeне?),

Сывлама та чарaнса

Пaхса ларать ун ?ине.



Асамлa курaну, тейeн,

Шикленет ?ухаласран.

Галатея – пур – шыв ?ийeн

Киленет чaмпaлтатса.



* * *



Полифемaн сaнарне

У?са пама питe хeн,

Илес-милес сaн-питне

Кaтартма сaмах ?ук-мeн.



Лaпaс-лапaс ???eсем

?умaрта ?е? шыв кура?,

Yссе кайнa сухалсем

Пeтeмпех питне сaра?.



Пeртен-пeр ку? циклопaн

Вырна?нa ?амки ?инче,

(Халь куратaр, ав, хaвaр

Шaнa?масть сaмахсенче).



?ак сехмет сар пикене

Пeрре курсах ку? хывать,

Астаррaн вaл тинкерет

Хaрах ку?eпе шыва.



Кам юраттaр эсреле

Сaн-сaпатсaр усала.

Тирпейленме Полифем

Кaнтaралла ?ул тытать.



Катмакпа ??? якатма

Тытaнать вaл ?итсенех,

?aлaна??e пайaркан

Тусaнса пeтнe ???сем.



Ч?хенсен ?aмaлтарах

Пулатчe-ши якатма?

Хeн пулe ?ав, сахалрах

Aс пулсассaн пу?aнта.



?ап-?утa ?ивчe ?урла

Кaларать вaл кeтесрен,

Сухалне ывa?ласа

Кeскетме хатeрленет.



«Тирпейлерeм сaн-пу?а», —

К?ленчeкрен тинкерет.

Чунсaрне анчах шута

Вaл илмен-тeр, ку?кeрет.



Канa?а циклоп ?ухатнa

?емe?елнe чeрипе.

?авах та aна шaпа

Пиллемен-тeр телейне.



Полифем пeлмен пикен

Ацис – савнa каччи пур.

Кaмaлла??e пeр-пeрне —

Яшсен ?ирeп юрату.



Кaпaклa хумсем чупа??e,

Кaпaклa хумсем сирсе.

Тeл пула??e савaнса

Галатеяпа Ацис.



?eрка?а мeнле чaтса

Шурaмпу? ?ывхарнине

Вeсем кeтнe хумханса

Теприне ?итессине.



– Ырa кун сана, савни?eм! —

Хумсем витeр сас ?итет.

– Ырa кун, ?утa телейeм! —

Хирe?ле хурав вe?ет.



?eнe кун – ?eн йaл-кулу

Туйaмсем ?ирeплене?.

Савнипеле кала?у

Чeрене килентерет.



?ыр тaрaх вeсем ??ре??e

Алла-аллaн тытaнса,

Полифем сaнать ?иллессeн

Юратaва aмсанса.



Кeт?не ертсе ?ыра

Килсе тухать вaл, курать.

Алла-аллaн тытaнса

Ациспа пике утать.



Полифем сaнe хaрушшaн

Кайaк та ?умeн вe?мест.

Тинкерен ку?e юнавлaн

Тутисем ун шaл йeре?.



Шaхличe хaрушшaн вeрчe

?eр чeтренчe кисренсе.

Тинeсре хумсем ?eклерe

Асар-писер ?ил иртсе.



?амрaксен чeри шуйланчe —

Ырaпа вe?ленес ?ук.

Полифем хысак шыранчe

Циклопран тармашкaн ?ук.



Тинeсе пике ыткaнчe

Х?тлe хумсен ытамне,

Пeр хысак ?итсе ?eмрeлчe

Ацис юлчe ун айне.



Чул хысак ик ванчaка

?урaлчe те, варринче

Хaмaш курaнчe ку?а

?aл ку?aн тeкeрeнче.



Шывe, ак, тинeс енне

Тупрe ?улне шыраса,

Часах хумсем сирпeнсе

Ыталарe? ?ырмана.



Халaхра ?акaн йышши

Халап юлнa ас илме,

Eмeрне те ан ?ухатaр,

Чaн юрату илемне.



Купидон



Карса илнe тeттeмлeх

?aлтaрсем те палaрмасть.

Кун-ка?а ырнa халaх

Канлe ?ывaрать.



Aнсaртран сас пулчe

Шакка??e алaка.

Кам-тaр сасa пачe

Сирчe ыйaха.



?акaн пек ?анталaкра

Кам ??ретeр терeм,

?ук, шакка??e хытaрах

Тeлленчe, темерeн.



«Кам пeр шикленмесeр,

Ка?хине ??рет?» —

?илле пытармасaр

Чeнтeм хайхине.



«Yт-п? шaнчe пeтeмпех

Сивe ?ил кашлать,

Хaв куратaн, ав, т?пе

Хуп-хура тавра.



Мeскертен хaратaн,

Эп пeчeк ?е? ача,

?ул-йeртен аташрaм

Ярсамччe aшaнма».



?акaн евeр сaмахсем

?итрe?, акa, тул енчен.

?уртана хaвaрт илсе

?утатрaм хальхинче.



Тулта ?умaрe чашлать

?и?eмe ?и?ет.

Урнa ?илe ахaрать

Х?мене силлет.



Лaпланма та шутламасть

Чарaна пeлмест,

??лти уйaх ?ути те

?eр ?ине ?итмест.



Акa у?рaм алaка,

Ку тата мeскер?

Тaрать пeчeк ?е? ача

Пeр тумтирсeрскер.



Икe шурa ?унатне

Асaрхарaм кун ?инче,

Ухaпа сaннисене

Хeстернe хул хушшине.



Иртсе лар кaмак умне,

?ав тер вeт шaннa,

Халь те ?авa ка?хине

Вут чeртес шут пулнa.



Ухaпа сaннисене

Ача хучe ?умнерех.

(Каччaсемпе хeрсене

?ак улаха сeтeрет).



Авa, ?итрe aшaнса

Кала?ма пу?ларe.

Ухa тытрe выляса

Сaнa ункaларe.



Ман ?ине пaхса хaй

«Пaсaлман-ши?» – тет.

Сaнa вe?не ман енне

Чеен шeвeртет.



«Пeртте пaсaлман-?ке

Ухa ?умaрпа»,

Суранларe чeрене

Ылтaн сaнaпа.



Чeрене вут хыпнaн,

?урасла сурать.

Купидон хаваслaн

Савaнса кулать.



«К?ршeре пике пур,

Сана пит савать», —

Вaрттaн ?е? Амур

Сиплев савалать.



?авхатер илемлe

Хeр ?итeннe к?ршeре,

Сaпсан ?ин?е пилeклe

Епле чaттaр-ха, чeре.



Пуринпе те aшшaн,

У??aн кала?ать.

Тeнчере ?ук тейeн,

Сасси тыткaнлать.



?ав тери те ?епe?

?aл евeр юхать.

Чeре ман чул мар-?ке

?улaмпа ?унать.



Курaнмасть кaна,

?иеле тухмасть.

Савнa пике сaнe

Асaмран каймасть.



Ка?хине тухсассaн:

«Пeтeм чунтан ытарап:

Юратап, – тесе каласшaн,

Темшeн – вaтанап.



Юратап сана, – тесессeн

Енчен йышaнмасть?

Пурпeрех пeтетeп

Чун тaнa?ланмасть.



Пeр ка?хине вaйaра

Шанса пeтме ?ук.

У?рaм хамaн чeрене:

«Арaм пул, Лисук!»



Ялти сарa пикене

Эпe савнa тах?анах,

Чeрене у?са чeнме

Хaюлaх сахалтарах.



Хальхинче те aшшaн

Пaхрe ман ?ине,

Чeнчe вaл йaвашшaн:

«Мeн тейe, анне».



Мул енчен катaк та

Вaй-халaм ман пур.

Пурнa?ри йывaрлaхран

Хeр? чeре пур.



Юратсассaн чeререн

Пире ним те ?итеймест

Савнa чeре aшшине

Вут кaвар та ?eнеймест.



?улталaк ?авaнтанпа

Иртсе кайрe e?-хeлпе,

Кайaксем, ав, кaнтaра

Туртaна??e картипе.



Лисукпа эпир телейлe

?eнe ?уртра савaнса

Пурaнатпaр халь илемлe

Вулакана ыр сунса…



Ар?ури

Мур aрувeнчен тухнa-ши
Е алтас-ши тарaнрах,
Несeле кам пу?арнa-ши
Калaпланa катaкрах.

Усалпа a?тан тaван-ши
Тaрa шывaн пaлхан?и?
?анталaк епле т?снe-ши
Мeнле чaтнa aрaм?и?

Пeр шухaшсaр aсталанa
Килпетсeр юрaсене,
Ку? курнине шaр?аланa
Хывнa сaвa йeркине.

Шурлaх кaтaшне упранa
Тaвaрланнa канa?па,
Пeр шелсeр пaрахa?ланa
Сывпуллашнa пурнa?па.

Типнe йывa?а тeпленe
Упранa хунавсене,
Илемпе чунтан киленнe
Кaмaллaннa уйсемпе.

Ху?aлса ?кнe турат-и
Тeл тусассaн ку? умне,
Аякка илсе хуратaп
Йeркелетeп ?ул ?ине.

?ур вaхaтeнче хур-кайaк
Ырнa карти вырна?ать,
К?лeре пурне те канлe
Уйaх ?утa сапалать.

Ыйaха путмасть пeр ?амрaк
Акaш, амaшне тeпчет:
«Мeн вaхaт eнтe вe?етпeр
?ав тер анлa-шим тeнче?

Анне?eм, ахах-мерченeн
Мeскер-ши йaлтaртатать»,
«?aлтaрсем вaл, пeчeкскерeм,
Пирeн ?ула палaртать».

Анлa к?лe сарaлса
Тeкeр евeр ?утатать.
Уйaх хaю ывaтса
К?ль ?ийeн кeпер хывать.

Сeтеклe симeс курaкe
Выртса канма йыхaрать,
Пу? тайса ылтaн чечекe
?eнe кунпа саламлать.

Шурaмпу? кaшт палaрсан
Карта пу?e ?eкленет,
Хур-кайaка вaратса
Малалла вe?ме чeнет.

Хур картисем т?пере
Какaлтатса ирте??e,
Акa eнтe тeнчене
?у кунeсем ?ите??e.

Тeрлe тeслe сасaпа
Янраса тaрать вaрман.
Вe?ет куккук авaтса
Сасa каять ян! Та ян!

Шaпчaксем юрa юрла??e,
Таврана илем к?рсе,
Хeвел шевлисем выля??e
К?ль шывeнче ч?хенсе.

Курaк хушшинче ?ырла
Тутанса пaхма сeнет.
Савнa?па кaкaр тулса
Т?пенелле вирхeнет.

Пeр кунхине ?анталaк
Ир ?инченех улшaнчe.
Хура пeлeт туртaнса
Хeвел тарса пытанчe.

Кeмсeртетет ??л т?пе
Калaн тимeр?e e?лет.





Конец ознакомительного фрагмента. Получить полную версию книги.


Текст предоставлен ООО «ЛитРес».

Прочитайте эту книгу целиком, купив полную легальную версию (https://www.litres.ru/askold-de-gerso/uratap-ep-sana/) на ЛитРес.

Безопасно оплатить книгу можно банковской картой Visa, MasterCard, Maestro, со счета мобильного телефона, с платежного терминала, в салоне МТС или Связной, через PayPal, WebMoney, Яндекс.Деньги, QIWI Кошелек, бонусными картами или другим удобным Вам способом.



Если текст книги отсутствует, перейдите по ссылке

Возможные причины отсутствия книги:
1. Книга снята с продаж по просьбе правообладателя
2. Книга ещё не поступила в продажу и пока недоступна для чтения

Навигация